Контент патне куҫ

Япони

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Япони е Яппун (яп. 日本 Нихон е Ниппон, официаллă ячĕ яп. 日本国 Нихон-коку е Ниппон-коку) — Хĕвелтухăç Азири утравсем çинче пурăнакан халăхсен патшалăхĕ. Японин тĕп хули — Токио.

Япони патшалӑх ялавӗ: Японин гимнĕ — Кими га йо

Японие космосран тунă ӳкерчĕкĕ

Япони Лăпкă океанра Китай, Корей тата Раççей çывăхĕнче (Охотск тинĕсĕпе Хĕвелтухăç Китай тинĕсĕ хушшинче) вырнаçнă. Япони виççĕр ытла утравран тăрать. Вĕсенчен чи пысăккисем — Хоншу, Хоккайдо, Кюшу тата Шикоку. Утравсенчен ытларахăшĕнче тусем пур (вĕсенчен чылайăшĕ вулкансем). Тĕслĕхрен, Японири чи çӳллĕ ту — Фуджи — вулкан.

Халăх йышĕ енĕпе Япони тĕнчере вуннăмĕш вырăн йышăнать (128 миллиона таран çын). Аслă Токио (Токио хули тата ун çывăхĕнчи темиçе префектура) — тĕнчери чи пысăк метрополи (30 миллион ытла çын).

Администрациллĕ пайĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Японин префектурисем

Япони ятĕнчи иероглифсем «хĕвел тухăçĕ» е «кун пуçламăшĕ» тенине пĕлтереççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хăш-пĕр чух Япони çинчен «Хĕвел тухакан çĕршыв» теççĕ.

Японире тухакан хаçатсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Японири чи паллă хаçатсен сайчĕсем:

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Японири алкоголь ĕçмисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]